Новости

27.03.2007

«Юррăм-кěввěм – манăн пурнăçăм»


«Юрăсем юрласси, юрăсене илемлěрех, лайăхрах кěвěсемпе импровизацилесси манăн кулленхи пурнăçăм, мана савăнăç курекен туртăм», - тенě хăйěн асаилěвěнче В.П. Воробьев.

     Василий Петрович Воробьев чăвашсен профессилле музыкине никěслекенсенчен пěри. Çав вăхăтрах композитор-юрăç пултарулăхě Чăваш патшалăх хорне - /ку чухнехи юрăпа ташă ансамблě/ йěркеленипе те уйрăлми çыхăннă. 20-30 çулсенчи унăн чи лайăх хайлавěсем çав коллективра çуралнă, вěсене çав коллектив юрланă.
     В.П. Воробьев 1887 çулхи мартăн 19-мěшěнче Тăвай районěнчи Эльпуç ялěнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Пěчěкренех сăнама, курнине-илтнине ăша хывма юратакан ача çав тери чăваш юрри-кěввипе кăсăкланнă. Сасса-кěвве лайăх ăнкараканскер тата илемлě саслăскер хăй те юрлама юратнă. Тăван ял-йыш юрлакан тарăн шухăшлă, анлă кěвěллě чăваш юррисем ăна ачаранах ěмěрлěхе тыткăнланă. Унăн çав тери музыка искусствине вěренес килнě, анчах çакна пурнăçа кěртме ăна çемье чухăнлăхě чарса тăнă.
     Ялти шкултан вěренсе тухсан, Василий Воробьев Шăхасанти учительсем хатěрлекен икě класлă шкула вěренме кěрет. 1902 çулта 15-ри яш Шěнер Пайкилтри чирку прихучěн шкулěнче /Çěрпу уесě/ ачасене вěрентме тытăнать. Часах ачасен Хорне йěркелет, çав хор уесри чи лайăх хортан пěри пулса тăрать. Шкул хорěпе ěçленě вăхăтрах вăл хăлaх юррисене çырса илес ěçе пуçăнать, унра юрăсем çырас, хăйěн пурнăçне ěмěрлěхе музыка искусствипе çыхăнтарас туйăм вăранать. Анчах çакна тума тивěçлě пěлу кирлине ăнланать.
     1912 çулта вăл Шупашкара куçать, чирку хорěн дирижерěнче /регент/, хула шкулěсенче юрлама вěрентекенре ěçлет. Çитмен пурнăçа пăхмасăр В. Воробьев Петербурга çул тытать, 1913-1914 çулсенче унта регент-учительсен курсěнче вěренет. Вěренсе тухнă хыççăн çине тăрсах юрăсем çырас, вěсене илемлетес енěпе ěçлет, пěр вăхăтрах хор дирижерěн ěçне те пăрахмасть. 1917 çулта майăн 1-мěшěнче юрлама 150 çынран тăракан хор йěркелет. Çав хорта Шупашкарти заводсенче ěçлекенсем, конвой ротин салтакěсем юрланă. 1918 çултан пуçласа хор занятийěсем куллен иртсе пынă. Чăваш автономине туса хурсан, хора вěрену заведенийěсенче вěренекенсем, тěрлě учрежденисенче ěçлекенсем массăллăн çуреме тытăнаççě. Репертуара Ф. Павлов, В. Воробьев тата ытти композаторсем çырнă е илемлетнě чăваш юррисене кěртеççě. 1924 çулта вăл Чăваш патшалăх хорě ята тивěçет. 1934 çултан пуçласа вăл яланхи хор пулса тăрать. Çапла вара Василий Воробьевпа Федор Павлов Чăваш патшалăх хорне /халě Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблě/ никěслекенсем шутланаççě.
     Василий Петровичăн профессилле музыкант пулас ěмěчě аранах пурнăçа кěме тытăнать. Вăл II сыпăклă шкулпа музыка шкулěнче вěрентекен, Чăваш патшалăх хорěн илемлěх ертуçипе дирижерě, педагогикăпа музыка тата театр училищисенче юрлама вěрентекен, хорпа юрлама вěренекен класс ертуçи.
     Музыка шкулěнче ěçленě май, Воробьев 1924 çулта унта та хор йěркелет. Унпа куллен ěçленине пула çак коллектив вěçěм аталанса пырать, каярах Патшалăх филармонийěн коллективě пулса тăрать.
     Василий Петрович музыка искусствине чунтан парăннă, юрра-кěвве тарăннăн ăнланакан, классикăлла произведенисем патне туртăнакан çын пулнă. Хорпа юрлакансем ăна пысăк çынлăхпа ырă кăмăлěшěн юратнă. Хор юррисене пěлекенсем ытларах ялтан тухнă çынсем пулнă, çавăнпа та вěсене халaх юрисем çывăх пулнă.
     Çирěм çул Чăваш патшалăх хорěн дирижерěнче ěçлесе, В. Воробьев чaваш юрри-кěввине сарассипе хамăр республикăра та, унăн тулашěнче те нумай тăрăшнă. Хор 1929 çулта Мускавра, 1932 çулта хорсен Пěтěм Союзри олимпиадинче, 1937 çулта Ленинградра юрланине итлекенсем çав тери ăшшăн йышăннă.
     «Эпир Академи хорěн капеллипе консерваторире юрланă чух уйрăмах пысăк яваплăха туйса тăтамăр, пире музыка фрончěн пысăк сумлă представителěсем итлеççě-çке. Ленинградра 26 кун пулса 23 концерт патăмăр, вěсене 25 пин çын итлерě. Чăваш патшалăх хорě Ленинградра гастрольте пулнин тěп тěллевě хамăрăн чaваш искусствипе паллаштарасси, çав вăхăтрах музыка культурин центрě шутланакан хулари хор коллективěсен ěçěпе хамăр паллашасси», - тенě Чăваш патшалăх хорěн ертуçи В. Воробьев 1937 çулта Ленинграда кайса килнě хыççăнхи калаçусенчен пěрин вăхăтěнче.
     Композитор творчестви чăваш музыкин юрă жанрěн аталанăвěпе уйрăлми çыхăннă. Унăн чи лайăх произведенийěсем Чaваш юрă классикин фондне кěнě. Хăйěн ěçлě биографине В. Воробьев ялан музыкăпа çыхăнтарнă. Вăл – халăхра анлă сарăлнă пирвайхи юрăсен авторě. Профессилле музыкăн малтанхи тěслěхěсене тунă чухне вăл халăх юррисемпе усă курнă. Унăн произведенийěсен тематикинче социаллă пулăмсем, çěнě пурнăç тăвасси тěп вырăнта тăнă. Чăвашсен классикăлла музыкин фондне кěнисенчен уйрăмах «Кай, кай Ивана», «Килмен те курман Шупашкарне», юрăсене палăртмалла. Хор вали çырнă музыка вара ытларах чăваш халăх юррисем çинче никěсленнě.
     В. Воробьев халăх юррисене пуçтарассипе нумай ěçленě. Хор репертуарне çěнě юрăсемпе пуянлатас, анлăлатас тěллевпе вăл республикăри тěрлě районсене ятарласа тухса çуренě. Вăл пурě 800 яхăн чăваш юрри çырса илнě. Вěсене тишкерсе, илемлетсе, çěнě юрăсем хайланă. Чăваш тăрăхěнчи ěççыннисем хушшинче анлă сарăлнă çав юрăсем, нумайăшě чăннипех халăх юрри пулса тăнă.
     1938-1940 çулсенче Василий Петрович музыкант-педагогсен Ленинградри патшалăх консерваторийěнче ăсталăха устермелли курсра вěренет. 1940 çулта периферири композиторсен Мускаври курсěнче пулать.
     Аслă Отечественнăй вăрçă çулěсенче паттăр Хěрлě Çара, Тăван çěршыва халалласа 16 юрă çырать. 1942 çулта Куйбышевра совет композиторěсен правленийěн ларăвěнче Воробьев çырса илемлетнě чăваш юррисене итлесе сутсе яваççě. Сутсе явма çěршыври паллă композиторсем А. Коган, А. Крейн, С. Орлов, А. Эйхенвальд хутшăнаççě. «Пур юрри те манна килěшрě. Кěвěсенче хăйсенче темле пысăк чěрěлěх пурри сисěнет», - тенě А. Крейн. А. Эйхенвальд вара çапла каланă: «Воробьев юррисем çав тери ырă ассаилу хăварчěç. Вăл чăваш халăх музыкин хăйевěрлěхне аван туять».
     Хěрěхмěш çулсенче В. Воробьев Чăваш радио комитечěн музыка редакторěнче, вокал ансамблěн илемлěх ертуçинче тата дирижерта ěçленě. 1950-1952 çулсенче – СССР Музыка фончěн Чăваш АССРěнчи уполномоченнăйě.
      Василий Петрович общество пурнăçне ялан хастар хутшăннă. Вăл республикăри композиторсен пěрлěхне йěркелекен комитет председателě шутланнă. Музыка училищин директорě пулнă.
     В. Воробьев пултарулăхě çине вырăс халăхěн çуллěрех шайри музыка культури те пысăк витěм кунине те палăртмасăр хăварма çук. Вăлах ача-пăча репертуарне кěрекен произведенисем те çырнă /вěсем 50 ытла/. Василий Петрович ялсемпе хуласенчи художество пултарулăхне аталантарма нумай пулăшнă. Çапла 1945 çулта Вăрмар районěнчи «Дружба» хуçалăхра вăл колхоз хорне йěркеленě. Çав хор Шупашкарта ялти художество пултарулăх коллективěсен республикăри смотрěнче малти вырăнсенчен пěрне йышăннă.
     В. Воробьев чăваш музыка искусствине аталантарас енěпе тава тивěçлě ěçсем тунăшăн 1939 çулта Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумěн Хисеп грамотипе, 1950 çулта Ěçлěх Хěрлě Ялав орденěпе наградăланă. Вăл ЧАССР искусствисен тава тивěçлě ěçченě.
     Василий Петрович Воробьев 1954 çулхи декабрěн 10-мěшěнче Шупашкарта вилнě. Унăн пурнăçěпе ěçě-хěлě килес ăрусемшěн те художник мěн тунипе лăпланса ларма пултарайманнин, ялан шыравра пулмаллин, халăха кирлě юрă-кěвě тěлěшпе тимлě пулмаллин тěслěхě пулса тăраççě.

Источник: «Ял ěçченě» (Янтиковский р-н) - 2007. - 16 марта.

Поделиться в социальных сетях:
Сделано на Конструкторе сайтов культурных учреждений